Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Тӑван чӗлхе кунӗ. Чӗлхе - халӑх пуянлӑхӗ. Пирӗн тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи. Ҫак куна халалласа шкулта уҫӑ уроксем, тӗрлӗ конкурссем, выставкӑсем, класс тулашӗнчи ӗҫсем иртрӗҫ.
«Чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин сӑмах»-, тенӗ И.Я.Яковлев чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне палӑртса. Мӗн тери пуян та илемлӗ пирӗн тӑван чӗлхе! Тӑван чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ шухӑша палӑртма, илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерме, чуна хумхантаракан сӑвӑсем вулама пулать.
Чӑваш чӗлхи! Эсӗ ҫепӗҫ, янӑравлӑ, илемлӗ. Вӑл - пирӗн атте-анне чӗлхи, пирӗн халӑхӑн ылтӑн ҫӳпҫи, пысӑк пуянлӑхӗ.
Пӗтӗмлетӳ туса ҫакна калама пулать. Ачасен тӑван чӑваш чӗлхине хисеплес, ӑна юратса вӗренес кӑмӑл-туйӑмӗ пӗтмен-ха. Вӗсем ҫакна уроксенче, тӗрлӗ мероприятисенче кӑтартса пачӗҫ. Маттурсем, 53-мӗш шкулта вӗренекенсем! Тавах Сире, чӑваш чӗлхине чунтан-вартан тӑрӑшса вӗрентекенсем!