Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2021» акци иртет.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Пирӗн шкулти  7-11 классенче вӗренекенсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие хутшӑнчӗҫ. Паллах, диктант ҫырма пуҫличчен, ачасем  орфографипе пунктуаци правилисене аса илчĕç, вӗрентекенсем вара- ачасен  ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ.

Акци усăллă та тухӑҫлӑ иртрӗ.

 Ӑнӑҫу сунатпӑр вӗренекенсене!