Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ

        «Ку эсӗ, ман тӑван ҫӗр-шывӑм» темӑпа 6В класра Щербакова Надежда Юрьевна урок ирттерчӗ.

        Урок тӗллевӗ – тӑван ҫӗр-шыва юратма, упрама, унӑн мухтавлӑ ҫыннисемпе мӑнаҫланма вӗрентесси.

        Урок тăршшӗпех  ачасем пите активлă пулчӗҫ, тӗрлӗ ӗҫсем пурнăҫларӗҫ. «Атте-анне чӗлхине, тӑван халӑх историне, йӑли-йӗркине, юрри-ташшине, юмах-халапне манма парас марччӗ»,- тесе ҫирӗплетсе хăварчӗҫ вӗренекенсем. 

                                                                             

         Ака уйăхěн 21-мěшěнче 7Б тата 7Д классенче вěренекенсем И.Я.Яковлев хатěрленě чăваш алфавичěн историйěпе паллашрěç. Валентина Вячеславовна Михайлова вěрентекен, ачасене алфавита мěнле тума пуçлани, миçе хут улăштарса çěнетни,  çак ěçе тума И.Я.Яковлева камсем пулăшса пыни çинчен тěплěн ăнлантарса пачě. Презентаципе  паллашнă май, ачасем малтанхи алфавитсенчи сас паллисем мěнлерех пулнине курса ěненчěç. Ҫавăн пекех хăшпěр сăмахсене çав вăхăтра çырнă пек, хăйсем çырса, вуласа пăхма тăрăшрěç.

 Паян, ака уйăхěн 21-мěшěнче, 6г класра «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп…» темăпа уҫă урок иртрӗ.

      Урок тӑршшӗпе вӗренекенсем, Алина Леонидовна Смирнова вěрентекенпе, тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ: пусӑм   правилисене аса илчӗҫ, вулав тата ҫыру хӑнӑхтарӗвӗсене туса пычӗҫ. Паллах ачасем, сӑмах йышне  те ӳстерсе пычӗҫ. Асӑннӑ темӑпа интереслӗ калаҫу  та йӗркелерӗҫ.

21 апреля во 2 «б» классе состоялся открытый урок. Дети отправились   путешествие к временам года. Урок начался с фонетической разминки. Затем учащиеся повторили числительные. Также вспомнили цвета.

Отгадывали загадки про времена года, говорили об изменениях  в природе в течение года.

В конце урока дети с удовольствием раскрашивали рисунки весны, лета, осени, зимы.